“Звездочки” отряд ĕçре

    Трак тăрăхĕнчи ытти шкулсенчи евĕрех, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те “Эстафета памяти поколений” республикăри проект никĕсĕ çинче йĕркелекен “Тимур çăлтăрĕ” акцие хастар хутшăнаççĕ. Чатукасси ял тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунисене асăнса лартнă палăксемпе обелисксем тăватă çĕрте вырнаçнă: тĕп усадьбăра, Çĕнĕ Выççăлккăра, Енĕшкассинче тата Арçунакассинче. Эпир çак акцие хутшăнма 2 тата 4 классенчен “Звездочки” отряд йĕркелерĕмĕр. Унăн ертỹçисем — Артур Кудряшов (2 кл.) тата Богдан Андреев (4 кл.). Пирĕн девиз: “Паян тата халĕ ырă ту”. Иртнĕ кунсенче эпир уроксем хыççăн Чатукассинчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене хисеп туса лартнă палăк тавралли вырăна, ун патне пымалли çула юртан тасатрăмăр. Вĕренекенсем питех те тăрăшса ĕçлерĕç, хăйсен ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç. Çитес вăхăтра ытти ялсене те çитме тăрăшатпăр.