Кайăксем — пирĕн туссем

Хĕлле — кайăксемшĕн чи йывăр вăхăт. Нумайăшĕ кăнтăра вĕçсе каймасть, тăван кĕтесрех хĕл каçма юлать. Темиçе уйăх хушшинче вĕсен сивве те, ирĕн-каçăн тăм ỹкнине те, хỹтлĕхпе апат çуккине те чăтса ирттермелле. Чăн-чăн нушаллă вăхăт вара пирĕн туссемшĕн вăл — нарăс уйăхĕ. Çак тапхăр вăйлă çилпе, тăманпа, сивĕсемпе “пуян” пулни паллă. Кайăксене асăннă вăхăта шăпах çын чăтса ирттерме пулăшать те. Хамăрăн пĕчĕк туссене пулăшмашкăн темĕн тĕрлĕ майсемпе меслетсем пур. Нумаях пулмасть Чатукасси шкулĕнчи “Звездочки” тимур командинчи вĕренекенсем хăйсен аллисемпе кайăксем валли сырăшсем ăсталарĕç. Богдан Андреев, Диана Александрова, Анастасия Ефремова, Анастасия Матвеева, Агния Егорова, Артур Кудряшов, Маргарита Петрова, Анжелика Андреева, Эльвира Егорова тата Сильвия Максимова илемлĕ те оригиналлă сырăшсем тунă, пурин хатĕрĕсем те пĕчĕк туссене килĕшнĕ. Тимуровецсем те хăйсен ырă ĕçĕпе савăннине, яланах пулăшма хатĕррине пытармарĕç. Пархатарлă ĕçе хутшăннă ачасене тав сăмахĕ калатпăр. “Звездочки” тимур команди аслисене те, пĕчĕккисене те çут çанталăка, тăван тавралăха юратма, хисеплеме, пулăшма ыйтать.