Лайăх канчĕç, сывлăхне çирĕплетрĕç

Шкулсенче вĕренекенсен хĕллехи каникул кунĕсем вĕçленчĕç. Ачасене хĕллехи канăва ăсатас умĕн çул-йĕр çинче хăйсене еплерех тытмалли пирки ыйту çĕклерĕмĕр, видеофильмсем пăхрăмăр, “Светофор” вăйă-конкурс йĕркелерĕмĕр. Кунпа пĕрлех шкул линейкинче “Внимание, каникулы!”, “Осторожно, гололед!”, “Безопасность на пруду” темăсене сỹтсе яврăмăр. Асăннă профилактика мероприятийĕсем вĕренекенсемшĕн усăллă пулчĕç пулĕ. Вĕсем лайăх канчĕç, каникултан ыррăн-сыввăн таврăнчĕç, виççĕмĕш вĕренỹ чĕрĕкĕнче лайăх пĕлỹпе савăнтарĕç.

Н. Филиппова.