Тимуровецсем — Ф. Лукин музейĕнче

Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн 2 тата 4 класĕсенче вĕренекенĕсем “Звездочки” тимур отрячĕ йĕркелерĕç. Нумаях пулмасть эпир вĕренекенсемпе тĕп усадьбăри СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕн, Раççей халăх артисчĕн Ф. Лукин композиторăн музейне çитсе куртăмăр. Музее 1997 çулхи авăн уйăхĕнче Чатукасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен сĕнĕвĕпе уçнă. Паянхи кун фондра виçĕ пин ытла экспонат упранать. Вăл икĕ пайран тăрать — “Ф. М. Лукин композиторăн пурнăçĕпе творчестви” мемориал экспозицийĕ тата “Ф. М. Лукинăн пĕчĕк тăван çĕршывĕ” краеведени экспозицийĕ. Ачасене музейри экспонатсем питех те килĕшрĕç. Вĕсем уйрăмах музейĕн краеведени пайĕнче чарăнса тăчĕç, Филипп Мироновичăн ĕç кабинетĕнчи япаласемпе туллин паллашрĕç. Эпир музей ĕçченĕсене ăшшăн тав турăмăр.

Н. Филиппова.