Ватăсен çуртĕнче — хăнара

 Ватăсен çуртĕнче — хăнара

Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти “Звездочки” тимур отрячĕн членĕсем Н. Филиппова аслă вожатăй ертсе пынипе вырăнти ватăсен çуртĕнче экскурсире пулчĕç. Паян Чатукассинчи ватăсен çуртĕнче çăмăл мар шăпаллă 29 кинемипе мучи ватлăх кунĕсене ирттерет. Вĕсем вĕренекенсене савăнăç куççулĕпе кĕтсе илчĕç. Ачасем ятарласа "Сурхури" темипе вĕсем валли хăйсен аллипе саламлă открыткăсем хатĕрленĕ, сăвăсем çырнă. Шур сухалсем парнесем туяннă хыççăн тимур отрячĕн членĕсене хăйсен кун-çулĕ çинчен каласа кăтартрĕç, ачасене лайăх вĕренме, Тăван çĕршывшăн лайăх та ырă çынсем пулма сунчĕç. Çак тĕл пулу ачасен асĕнче чылайлăха юлĕ.