Чӗвӗлтетсе апатланни чуна савǎнтарать

     Хӗлле кайǎксене пӗрре те ҫǎмǎл маррине аван пӗлетпӗр. Вӗсен мӗн кӗркуннерен пуҫласа ҫуркуннене ҫитиччен ирӗн-каҫǎн тǎм ӱкнине те, хӱтлӗхпе апат ҫитменнине те чǎтса ирттерме тивет. Йывǎр вǎхǎт вара – нарǎс уйǎхӗ. Вǎйлǎ ҫилпе, тǎманпа, сивӗсемпе «пуян» вǎл. Ҫунатлǎ тусǎмсене пулǎшма вара эпир яланах хатӗр.

    Пирӗн шкулта «Звездочки» Тимур команди йӗркеленӗ. Унǎн хастарӗсем кайǎксем валли сырǎшсем туса ҫакрӗҫ. Богдан Андреев, Диана Александрова, Анастасия Ефремова, Анастасия Матвеева, Агния Егорова, Артур Кудряшов, Маргарита Петрова, Анжелика Андреева, Сильвия Максимова ǎсталанǎ «столовǎйсене» вǎҫен кайǎксем питех те кǎмǎллани сисӗнчӗ.  Унта хурса панǎ тырǎ пӗрчисене, апат-ҫимӗҫе хаваспах ҫиеҫҫӗ. Пархатарлǎ ӗҫе хутшǎннǎ ачасене тав тунǎн чӗвӗлтетсе пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ тейӗн.

                                                Н. Филиппова