Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Пирĕн республикăра гражданла-патриотла “Астăвăм” акци иртет. Ăна вĕрентỹ учрежденийĕсенче хĕрсемпе каччăсен гражданла активлăхне ỹстерес, истори йăли-йĕркине сыхласа хăварас, ỹссе çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмне хăпартас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Акцин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен ячĕсене, ĕçĕсене тата фронтри паттăрлăхне хальхи ăрăва каласа парасси тата вĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнасси. Питех те шел, хаяр вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнисем — историн чĕрĕ свидетелĕсем — çулран-çул сахалланса пыраççĕ. Эпир, Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти “Звездочки” тимур отрячĕн членĕсем, “Астăвăм” акцие хутшăнма кăмăл турăмăр. Çавна май Танăш ялĕнче çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Иван Никитич Никитин пирки документсем пухрăмăр. И. Н. Никитин 1923 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Танăш ялĕнче çуралнă. Çемйи пысăк пулнă. Ашшĕ фермăра ĕçленĕ, амăшĕ ĕнесем сунă. Йăван Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ пухнă. Кунтан тивĕçлĕ документ илсе тухсан тăван хуçалăхра тăрăшнă. Кĕçех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ алхасма тытăннă. Йăванăн та салтак ячĕ тухать. Ентеше 1943 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче çара илеççĕ. Вăл 1943 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Чул хула çывăхĕнче 1281 зенитлă артиллери полкĕнче çар присяги тытать. Çар званийĕ — рядовой. И. Никитин вăрçăра 1281 зенитнăй артиллери полк йышĕнче орудийнăй,154 стрелковăй полк йышĕнче стрелок пулса çапăçнă. Хаяр вăрçа Çĕнтерỹпе вĕçлесен 1946 çулхи октябрь уйăхĕнче кăна тăван киле таврăннă. Тỹрех мирлĕ ĕçе кỹлĕннĕ. “Волга” колхозра (каярах “Нива” совхоз) лашасем пăхма тытăннă. 1948 çулта çемье çавăрнă. Вĕсем юратнă мăшăрĕпе икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. 1950 —1972 çулсенче И. Никитин Танăш ялĕн бригадирĕнче тăрăшнă. Чыслă ĕçшĕн тата ĕçри паха кăтартусемшĕн вăл 1964 çулта Мускаври Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине кайма тивĕç пулать, унтан куравăн наградипе таврăнать.1972—1976 çулсенче ентеше хуçалăхри платниксен бригадирĕ тата кладовщик пулма çирĕплетеççĕ. 1983 çулта И. Никитин тивĕçлĕ канăва тухнă. Ăна ĕçри хастарлăхшăн тата чыслă ĕçшĕн “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăланă. И. Никитин 2004 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Унăн кăкăрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерỹ ячĕпе кăларнă юбилейлă медальсемсĕр пуçне Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕ, “Паттăрлăхшăн”, “Германие çĕнтернĕшĕн”, Жуков медалĕсем, “Тăван çĕршывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçин фронтовикĕ” паллă илем кỹреççĕ. Ентешĕсем паян кун та И. Никитина асра тытаççĕ. 

Н. Филиппова