Хǎнара – Э.Патмар

Хăнара — Э. Патмар

Вĕренỹ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕ пырать. Эпир, ачасемпе вĕрентекенсем, каллех вĕренỹ авăрне чăмрăмăр. Вĕренỹ çеç интереслентермест-ха пире тата тĕрлĕрен конкурссемпе ăмăртусем, тĕлпулусем хавхалантараççĕ, кăмăл-туйăма çĕклентереççĕ. Ку чĕрĕкре пирĕн патăмăрта хăнара Эдисон Патмар пулчĕ. Кашни çулах пулмасан та, виçĕ çулта пĕрре пирĕнпе тĕлпулăва хутшăнать. Вăл хăйĕн çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарать. Хальхинче “Çĕр пин сăмах ытамĕнче” халăх сăмахлăхĕн” 9-мĕш томĕпе паллаштарчĕ. Пирĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн Р. Яковлевăн библиотекинче унăн тăхăр томĕ те пур. Эпир кашни кунах çав пуян кĕнекери сăмахсемпе паллашатпăр, тишкеретпĕр, вулатпăр. Эпир ăнланман сăмахсем пит нумай. Ăнлантарса панипе хамăрăн ăса татах та çирĕплететпĕр. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра эпир ытларах вырăсланса кайнă. Мăн асаттесен чĕлхине сивлесшĕн. Хăть мĕнле чĕлхепе калаç, эпир чăваш пулни пурпĕрех паллă. Çавăнпа та чĕнсе калас килет чăваш ачисене. Василий Григорьевич Егоров тĕнчипе пĕлекен чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн ват аслашшĕ, тĕпчевçĕ, профессор пурĕ 22 чĕлхе ытларах та пĕлнĕ пулин те, Геннадий Никандрович Волков ыйту парсассăн: — Хăвăр пĕлекен чĕлхесенчен чи илемли хăшĕ? — Тăван чĕлхе. — Чи пуянни мĕнле чĕлхе? — Тăван чĕлхе. — Чи юратнă чĕлхе хăшĕ? — Тăван чĕлхе. Тавах, çавăн пек пултаруллă çынсем пулнă, пур, пулччăр та пирĕн халăхра, чăвашсем хушшинче.

В. Ефремов